Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным днём семьи

Хаклӑ туссем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш халӑхӗ ҫемьери хутшӑнусене яланах упранӑ тата хисепленӗ. «Ӑҫта юрату, унта ҫутӑ» («Где любовь, там и свет»), – тенӗ пирӗн мӑн асаттесем. Ҫирӗп мӑшӑрсем чӑн-чӑн юрату тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ тата вĕсем чăнласах та пысăк хисепе тивĕҫ. Вӗсем – сывӑ об­щест­вӑн, Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн телейлӗ пуласлӑхӗн шанчӑклӑ ни­кӗсӗ, патшалӑхӑн тивӗҫлӗ граждансене воспитани парас ӗҫри тӗревӗ шутланнă та малашне те шутланаҫҫĕ те.

Ҫӗршыв Правительстви коронавирус лару-тăрăвĕнче, ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ҫемьесене пулӑшу парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн йышӑнӑвӗсене пула 27 миллион ача, ҫав шутра Чӑваш Ен ачисем те, хушма тӳлевсем илӗҫ. Ҫакӑ йывӑр лару-тӑрӑва лекнисемшӗн палӑрмаллах пысăк тĕрев, пулăшу.

Хисеплӗ ентешсем, Пӗтӗм Тӗнчери ҫемье кунӗнче сире ырлăх-сывлăх, кил ăшшине тата пӗр-пӗрне ӑн­ланма сунатӑп!

Сирӗн ҫемйӗрте яланах тӑнӑҫлӑхпа юрату, телей тата ҫураҫу хуҫалантӑр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                        Олег Николаев

 

 

Дорогие друзья!

Поздравляю вас с Международным днём семьи!

Чувашский народ всегда хранил и почитал семейные узы. «Ӑҫта юрату, унта ҫутӑ» («Где любовь, там и свет»), – говорили наши предки. Крепкие семейные союзы являются примером истинной любви и вызывают глубокое уважение. Они были и остаются залогом нравственного развития общества, опорой государства в деле воспитания достойных граждан.

В непростое время борьбы с коронавирусом правительство страны уделяет приоритетное внимание поддержке семей. Благодаря решениям Президента России Владимира Владимировича Путина дополнительные выплаты получат 27 миллионов детей, в том числе дети Чувашии. Это станет заметным подспорьем для тех, кто попал в непростую жизненную ситуацию.

Уважаемые соотечественники, в Международный день семьи желаю вам добра, домашнего тепла и благополучия!

Счастья, мира и любви вашим семьям! 

 

Временно исполняющий обязанности

Главы Чувашской Республики                                             Олег Николаев