Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем работников дорожного хозяйства

Чӑваш Республикин ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе чӗререн саламлатӑп!

Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн отраслӗ регионӑн хальхи вӑхӑтри экономикин тата аталанӑвӗн пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Эсир ҫӗнӗ ҫулсем, кӗперсем тӑватӑр, пысӑк калӑпӑшлӑ инфратытӑм проекчӗсене ӗҫе кӗртетӗр, наци проекчӗсене пурнӑҫлама хастар хутшӑнатӑр. Професси ӑсталӑхӗшӗн тата ӗҫри пысӑк кӑтартусемшӗн сире чӗререн тав тӑватӑп.

Отрасль потенциалне тӗпе хурса тата хальхи йышши технологисемпе анлӑ усӑ курса малашне те ҫул-йӗре аталантарма, хуласемпе ялсене хӑтлӑлатма пысӑк тӳпе хывасса шанса тӑратӑп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Олег Николаев

 

 

Уважаемые работники и ветераны дорожного хозяйства Чувашской Республики! 

Примите сердечные поздравления с профессиональным праздником!

Отрасль дорожного хозяйства является важнейшей составляющей современной экономики и устойчивого развития региона.

Благодаря вам прокладываются и обновляются дороги, строятся мосты и развязки, реализуются масштабные инфраструктурные проекты, активно выполняются показатели национальных проектов.

Выражаю вам искреннюю признательность за профессионализм и достигнутые показатели.

Уверен, что и в дальнейшем, реализуя потенциал отрасли и применяя на практике современные технологии, вы будете динамично развивать дорожную сеть, участвовать в благоустройстве городов и сел.

Желаю всем крепкого здоровья, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                                           Олег Николаев