Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем эколога

Чăваш Республикин хисеплĕ ҫыннисем!

Сире тавралăха хӳтĕлекенсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе, пĕтĕм эколога вĕсен професси уявĕпе саламлатăп.

Ҫак кун пире эпир тăван хутлăхшăн яваплă пулнине аса илтерме тивĕҫ. Ҫут ҫанталăк мĕн панине упраса хăварасси тата аталантарасси  - пирĕн пĕрлехи тивĕҫ. Чăваш Ен - экологи тĕлĕшĕнчен таса регион. Пирĕн инвестици тата туризм илĕртӳлĕхĕ тата экологи тĕлĕшĕнчен таса тавар туса илессине аталантармалли майсем пур.

Ҫут ҫанталăк саппасĕпе пĕлсе усă курас, пурăнмалли таса тавралăха сыхласа хăварас ыйтусемпе республика Правительстви тимлĕ ĕҫлет. Регионта «Экологи» наци проектне, федераци тата республика программисене пурнăҫа кĕртес енĕпе пысăк ĕҫсем пурнăҫланаҫҫĕ.

Шансах тăратăп: вăрмансене ҫĕнĕрен чĕрте тăратас тата ҫитĕнтерес, Атăла сыватас, каяшсене тирпейлес ĕҫре ҫĕнĕ мелсемпе усă курмашкăн ҫул уҫса парсан, кирлĕ мар вырăнта ҫӳп-ҫап тăкнине пĕтерсен, тасатакан сооруженисем тăвассипе ҫыхăннă комплекслă мероприятисене пурнăҫласа пырсан регионти пурнăҫа тата ăнăҫлăрах, хăтлăрах тăвăпăр.

Хăйсен ĕҫ тивĕҫĕпе, чĕри ыйтнипе ҫут ҫанталăк пуянлăхне сыхласа хăварас, экологи культурине аталантарас, тавралăха тасарах тăвас тĕлĕшпе вăй хуракан кашни ҫынна тав тăватăп. Сирĕн ĕҫĕрĕн хакĕ, унăн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Олег Николаев

Дорогие жители Чувашской Республики! 

Поздравляю вас с Всемирным днем охраны окружающей среды, а всех экологов – с профессиональным праздником! 

Этот день призван напомнить всем нам, что мы в ответе за состояние родного края. Сохранить и приумножить то, что дала природа – наша общая задача. 

Чувашия - экологически чистый регион. В этом наша инвестиционная и туристическая привлекательность и большой потенциал для развития производства экологически чистой продукции. 

Вопросы рационального, грамотного использования природных ресурсов, сохранения чистой среды обитания находятся в центре внимания Правительства республики. В регионе проводятся масштабные работы в рамках национального проекта «Экология», федеральных и республиканских программ. 

Убежден, что выполнение комплекса мероприятий по лесовосстановлению и лесоразведению, оздоровлению Волги, введению современной системы переработки отходов, ликвидации стихийных свалок, строительству очистных сооружений позволит сделать Чувашию еще более благополучным и комфортным для жизни регионом. 

Выражаю благодарность всем, кто по роду службы и зову сердца, широкому кругу общественного экологического движения трудится во имя сбережения нашего природного богатства, развивает культуру ответственного отношения к природе, помогает делать окружающую среду чище и лучше! Ваш труд бесценен и бесконечно важен!



Глава Чувашской Республики                                  Олег Николаев