Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем города Новочебоксарск

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Хула кунӗпе саламлатӑп!

Юлашки ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар палламалла мар улшӑнса илемленчӗ. Хулара наци проекчӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫла­наҫҫӗ, ҫавна май картишсемпе общество хутлӑхӗсем капӑрланаҫҫӗ, спорта хутшӑнмалли ҫӗнӗ площадкӑсем хута каяҫҫӗ, вӗренӳпе культура учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, инженери инфратытӑмӗ лайӑхланать, ҫулсем юсанса йӗркене кӗреҫҫӗ. Ҫӗнӗ микрорайонсем ӳссе лараҫҫӗ, вӗсенче пурӑнмалли вырӑнпа юнашар ҫӗнӗ ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата вӑйӑ площадкисем тӑвас ӗҫ пырать.

Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн экономика майӗсене ӳстерсе хӑватлатать. Эпир сирӗнпе пӗрле хулара ятарлӑ экономика зонине туса хутӑмӑр, ҫакӑ инновациллӗ производствӑсене аталантарма тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме палӑртакан ҫӗнӗ инвесторсене республикӑна явӑҫтарма май парать.

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӗп пуянлӑхӗпе пурлӑхӗ – паллах, эсир – унӑн ҫыннисем. Тухӑҫлӑ ӗҫлев йӑли-йӗркине ҫирӗппӗн тытса пырса эсир хӑвӑрӑн пӗтӗм вӑй-халӑрпа пултарулӑхӑра юратнӑ хуламӑрӑн малашнехи аталанӑвне хыватӑр. Пӗрлехи вӑйпа эп­ир ӑна тата та илемлӗрех, пурӑнма хӑтлӑрах тӑвасса шанса тӑратӑп.

Ҫӗнӗ Шупашкар ӳссе тата ҫамрӑкланса пытӑр, кунта сирӗн пӗтӗм ӗмӗтӗр пурнӑҫлантӑр. Кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх тата ӑнӑҫупа тулӑх пурнӑҫ сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев

Дорогие новочебоксарцы!

Поздравляю вас с Днем города!

За последние годы Новочебоксарск неузнаваемо преобразился и похорошел. В городе успешно реализуются национальные проекты, в рамках которых меняются к лучшему дворы и общественные пространства, появляются новые площадки для занятий спортом, обновляются учреждения образования и культуры, модернизируется инженерная инфраструктура, ремонтируются дороги. Растут и развиваются новые жилые микрорайоны, где в шаговой доступности строятся новые детские сады, школы, спортивные и игровые площадки.

Новочебоксарск уверенно наращивает свой экономический потенциал. Мы вместе добились создания в городе особой экономической зоны, что привлечет в республику новых инвесторов, готовых развивать инновационные производства и создавать новые рабочие места.

Главное богатство и достояние Новочебоксарска – это, конечно же, вы – его жители. Сохраняя традиции созидательного труда, вы вкладываете все свои силы и таланты в дальнейшее развитие любимого города. Верю, что нашими общими усилиями он станет еще привлекательнее и комфортнее для жизни.

Пусть Новочебоксарск растёт и молодеет, пусть здесь сбываются все ваши мечты. Желаю каждому дому, каждой семье мира, добра, благополучия и процветания!

 

Глава Чувашской Республики                                     Олег Николаев