Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём воспитателя и всех дошкольных работников

Хисеплĕ воспитательсем: ача  сачĕсен ĕҫченĕсем тата шкул ҫулне ҫитмен ачасене пĕлӳ панă ветерансем!

Сире професси уявĕпе – Воспитатель тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ĕҫлекенсен кунĕпе – саламлатăп.

 Эсир общество аталанăвне тата ҫамрăк ăрăва воспитани парас ĕҫе пысăк тӳпе хыватăр.

 Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пĕлӳ парасси  – мĕн пур вĕрентӳ тытăмĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Воспитатель пуласси  – чыс тата калама ҫук пысăк яваплăх. Чăваш Енри садиксенче ултă пин ытла педагог вăй хурать. Вĕсем кашни ачапа тимлĕ пулма тăрăшаҫҫĕ, вĕсене сывлăхлă ӳсме, аталанма пулăшаҫҫĕ. Сирĕн професси ăсталăхне пула кашни ача пурнăҫра харпăр вырăнне тупать, хăйĕн вăй-халне, ăс-хакăлне, кăмăл-сипетне аталантарать, нумай ыррине ăса хывать.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пĕлӳ парассине пысăк тимлĕх уйăратпăр: ҫĕнĕ садиксем тăватпăр, пуррисене ҫĕнететпĕр, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне ҫирĕплететпĕр. Кăҫал кăна 1760 вырăнлăх тăхăр ҫĕнĕ ача сачĕ хута каймалла, вăтăр улттăшне ҫĕнетмелле. Ачасен пултарулăхне аталантарас, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ педагогика практикисене ăса хыватпăр.

 Шкулчченхи учрежденисен хисеплĕ ĕҫченĕсем! Сире сăваплă ĕҫĕршĕн, профессие юратнишĕн тата парăннишĕн, Чăваш Республикинче пурăнакан шăпăрлансене тата вĕсен ашшĕ-амăшне чун ăшшине парнеленишĕн чунтан тав тăватăп! Ҫирĕп сывлăх, телей, ăнăҫу, хавхаланупа ырă малашлăх, ҫывăх ҫыннăрсене тăнăҫлăх тата ăшăлăх сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                       Олег Николаев

 

 

Уважаемые воспитатели, работники детских садов и ветераны дошкольного образования!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем воспитателя и всех дошкольных работников!

 Сложно переоценить ваш вклад в развитие общества и воспитание нашего молодого подрастающего поколения.

 Дошкольное образование – это фундамент для всей образовательной системы, быть воспитателем – высокое призвание и большая  ответственность. В детских садах Чувашии трудятся свыше шести тысяч педагогов, которые дарят свою заботу и внимание детям, помогают им расти здоровыми и развиваться. Благодаря вашему профессиональному мастерству в каждом ребенке формируется личность, происходит развитие физических, интеллектуальных и нравственных качеств, закладываются основы характера.

 Дошкольному образованию мы уделяем пристальное внимание – строим новые детские сады, реконструируем существующие, укрепляем их материально-техническую базу. Только в этом году возводится девять новых дошкольных учреждений на 1760 мест, обновляются 36. Все больше внедряется инновационных педагогических практик для развития творческих способностей детей, обеспечения их безопасности.

 Уважаемые работники дошкольных учреждений! Выражаю вам искреннюю признательность за ваш благородный труд, любовь и верность профессии и душевную щедрость, которую вы дарите маленьким жителям Чувашской Республики и их родителям!

 Желаю вам здоровья, счастья, благополучия, вдохновения и оптимизма, мира и тепла вам и вашим близким!

  

Глава Чувашской Республики                                  Олег Николаев