Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём призывника

Хаклă призывниксем, Тăван ҫĕршывăн пулас хӳтĕлевҫисем!

Сире Пĕтĕм Раҫҫейри призывник кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Раҫҫейре Тăван ҫĕршыва хӳтĕлени чи сăваплă тивĕҫ шутланнă, кашни арҫыншăн ҫарта службăра тăни чи пархатарлă ĕҫ пулнă.

Эпир Раҫҫейри ҫар вăйĕсемпе, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕпе мăнаҫланатпăр. Ҫулсерен Чăваш Енри 1 пин призывник ҫар ретне тăрать, пирĕн патшалăха упрас тата наци ыйтăвĕсене хӳтĕлес енĕпе пысăк тӳпе хывать.

Хисеплĕ призывниксем! Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин сумлă ятне чыслăн тытса пырасса, аҫăрпа аслаҫăрăн ырă йăлине тăсасса шанатăп. Ҫар тивĕҫне таса чунпа пурнăҫлама, юратнă Раҫҫейĕн шанчăклă тĕревĕ пулма сунатăп!        

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев

 

Дорогие призывники, будущие защитники Отечества!

 Поздравляю вас с праздником – Всероссийским днем призывника!

В нашей стране готовность встать на защиту Отечества всегда  высоко ценилась, служба в армии для каждого мужчины являлась делом чести и священным долгом.

Мы гордимся мощью Вооруженных сил России, боевыми заслугами наших воинов, их доблестью и мужеством.

Ежегодно тысячи призывников Чувашской Республики пополняют ряды войск Вооруженных сил, вносят вклад в укрепление обороноспособности нашего государства  и защиту его национальных интересов.

Уважаемые призывники!

Убежден, что вы достойно будете нести звание защитников Отечества, продолжая и приумножая славные традиции своих отцов и дедов. Желаю вам с честью выполнить воинский долг и всегда оставаться надежной опорой для любимой России.

  

Глава Чувашской Республики                                 Олег Николаев