Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём юриста

Юридици пĕрлĕхĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Эсир саккун кăларас ĕҫе лайăхлатассине тата аталантарассине, саккунлăха ҫирĕплетессине, право культурине ӳстерессине пысăк тӳпе хыватăр.

Чăваш Енре ҫынсене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси ăнăҫлă аталанса пырать. Кăҫал эпир ҫакăн евĕрлĕ пулăшăва илме пултаракан ушкăнсен йышне 47-е ҫитертĕмĕр. Кун пек ирĕк халĕ «вăрҫă ачисен» те пур.

Республикăри юридици пĕрлĕхĕ малашне те професси ăсталăхĕн шайне ҫӳлте тытасса, ҫынсене саккун тата тĕрĕслĕх вăйне ҫĕнентерме пултарассине, вĕсен пурнăҫри ҫивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшассине, граждансен саккунлă прависемпе интересĕсене тивĕҫлĕ хӳтĕлессине шанатăп.

Сире ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!



Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ           Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны юридического сообщества!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

 Вы вносите неоценимый вклад в развитие и совершенствование законодательства, практику его применения, укрепление законности, повышение правовой культуры.

В Чувашии успешно развивается система бесплатной и востребованной гражданами юридической помощи. В этом году мы расширили до 47 количество категорий тех, кто имеет право на такую помощь. Таким правом теперь наделены в том числе «дети войны».

Убежден, что юридическое сообщество республики будет и впредь высоко держать профессиональную планку, укрепляя веру людей в силу закона и справедливость, обеспечивая решение важных жизненных вопросов, защиту их законных прав и интересов.

Желаю вам успехов, крепкого здоровья, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                                   Олег Николаев