Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём энергетика

Чӑваш Республикин энергетика комплексӗн

хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Энергетик кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир хӑвӑр пурнӑҫӑра питӗ кирлӗ ӗҫпе – ҫынсене ӑшӑпа тата ҫутӑпа тивӗҫ­терессипе ҫыхӑнтарнӑ. Чӑннипех те, сирӗн пысӑк ӑсталӑхӑрпа опытӑр тата яваплӑхӑр – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗн никӗсӗ, пирӗн предприятисемпе учрежденисен кӑлтӑксӑр ӗҫлевӗн шанчӑклӑ гаранчӗ.

Чӑваш Енре электричествӑпа тата ӑшӑпа тивӗҫтерсе тӑракан сетьсен комплексне юсаса ҫӗнетес тата ҫӗнетес енӗпе пысӑк ӗҫ пырать. Шупашкар ГЭСӗнче гидроагрегатсене комплекслӑн ҫӗнетмелли анлӑ программа пурнӑҫланать, хутса ӑшӑтмалли сезон умӗн хушма хуҫалӑха техника тӗлӗшӗнчен ҫӗнетес ӗҫсене Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ТЭЦ-3 тата Шупашкар хулинчи ТЭЦ-2 предприятисенче туса ирттернӗ. Трансформатор подстанцийӗсен, электричество парса тӑракан кабель тата сывлӑш линийӗсен проекчӗсене тата урама ҫутӑпа тивӗҫтермелли проектсене туса хатӗрлемелли, вӗсене юсамалли тата тумалли ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

Чӑваш Енре анлӑ стратеги программи шайӗнче Шупашкар ГЭСӗн шыв управӗн акваторийӗнче тата ҫыран пайӗнче  пӗрремӗш карбон полигонӗ йӗркеленме пултарать.

Куславкка районӗнче ҫӗклекен «Хӳтӗлев чиккисене тунӑ çынсене пуç тайса» асӑну комплексне электричествӑпа тата ҫут ҫанталӑк газӗпе тивӗҫтернӗшӗн энергетиксене тав сӑмахӗ каласа хӑваратӑп.

Чӑваш Ен энергетикӗсене республикӑн энергетика вӑй-хӑватне ӳстерес тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, авариллӗ лару-тӑрӑва йӗркене кӗртнӗ чухне ырми-канми тата вӑр-вар ӗҫле­нӗшӗн тав тӑватӑп.

Сире профессире ӳсӗм, ҫирӗп сывлӑх, телей тата кирек мӗнле пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны энергетического комплекса Чувашской Республики!

 От всей души поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем энергетика!

Вы посвятили себя важному делу — обеспечению людей теплом и светом. Безусловно, ваш профессионализм, опыт и ответственность – основа благополучия жителей республики, гарантия бесперебойной работы наших предприятий и учреждений.

В Чувашии проводится большая работа по реконструкции и модернизации электро- и теплосетевого комплекса. Масштабная программа комплексной модернизации гидроагрегатов реализуется на Чебоксарской ГЭС, техническое перевооружение подсобного хозяйства в преддверии отопительного сезона проведено на Новочебоксарской ТЭЦ-3 и Чебоксарской ТЭЦ-2. Успешно ведутся работы по проектированию, ремонту и строительству трансформаторных подстанций, кабельных и воздушных линий электроснабжения, уличного освещения.

В Чувашии в рамках программы фронтальной стратегии может появиться первый карбоновый полигон в акватории и прибрежной части водохранилища Чебоксарской ГЭС.

Слова признательности адресую энергетикам за обеспечение электро- и газоснабжения строящегося мемориального комплекса «Строителям безмолвных рубежей» в Козловском районе.

Благодарю энергетиков Чувашии за весомый вклад в наращивание энергетического потенциала и развитие республики, самоотверженную и оперативную работу при устранении аварийных ситуаций.

Желаю вам профессионального роста, крепкого здоровья, счастья и успехов в любых начинаниях!

 

Глава Чувашской Республики                                  Олег Николаев