Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем российской почты

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан салам-ланине йышӑн­самӑр!

Почта яланах ҫӗршывӑмӑрпа пӗрле аталанса пынӑ, ҫавна май патша-лӑхӑмӑра пӗрлештерес ӗҫре те, кашни ҫын пурнӑҫӗнче те пысӑк вырӑн йы-шӑнса тӑрать.

Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗпе малалла утать, цифра мелӗпе пуянланать, ҫӗнӗ технологисемпе дистанци сервисӗсене ӗҫе кӗртет.

Ҫӗнелсе улшӑннине пӑхмасӑр, почта ӗҫӗ-хӗлӗ хула-ял халӑхӗшӗн те, ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн те ӑнланмалла тата юрӑхлӑ пулса тӑ-рать. Эсир республика экономикипе бизнеса, таварсен куҫӑмне аталантарма пулӑшатӑр тата ҫав вӑхӑтрах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр. Федерацин ял ҫӗрӗнчи почта уйрӑ­мӗсене ҫӗнетмелли программине пула 2026 ҫул тӗлне вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ресурссемпе тата патшалӑхӑн информаци ресурсӗсемпе пурте усӑ курма пултарассине тивӗҫтерекен центрсем пулса тӑрӗҫ.

 Чӑваш Енре почта ҫыхӑнӑвӗ малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пырассине, ҫӗнӗ почта уйрӑмӗсем уҫӑлассине тата ҫӗнелессине, техника никӗсӗпе автопарк ҫӗнелесе улшӑнассине, почта ӗҫченӗсен ӗҫ условийӗсем лайӑхланса  пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Республикӑри почта отраслӗнче хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ тата клиентсемпе ӗҫтешсене чӑннипех хисеплекен виҫӗ пине яхӑн пысӑк ӑсталӑхлӑ ҫын вӑй хурать. Лайӑх пахалӑхпа пурнӑҫлакан ӗҫӗр сире яланах савӑнтарса тӑтӑр тата хӑвӑр ӗҫӗршӗн ҫынсем чунтан тав тунине ытларах илтмелле пултӑр. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑхпа ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                                    Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны почтовой связи!

Примите самые искренние поздравления с профессиональным праздником – Днем российской почты!

Почта развивалась вместе со страной и всегда играла большую роль в единении нашего государства и в жизни каждого человека.

Сегодня Почта России находится на новом этапе развития, переживает цифровую трансформацию, внедряет новые технологии и дистанционные сервисы.

Преображаясь, почта остается одинаково понятной и доступной как горожанам, так и сельским жителям, как молодежи, так и людям старшего поколения. Вы способствуете развитию экономики республики, бизнеса, движению товаров и в то же время несете важную социальную миссию. Благодаря федеральной программе модернизации сельских почтовых отделений к 2026 году они станут центрами общественного доступа к социально значимым и государственным информационным ресурсам.

Уверен, что почтовая связь в Чувашии будет и дальше успешно развиваться, будут открываться и модернизироваться почтовые отделения, обновляться техническая база и автопарк, улучшаться условия труда сотрудников почты.

В Чувашии на почте трудится почти три тысячи человек – настоящие профессионалы своего дела, которых всегда отличала беспредельная преданность своей профессии, трепетное отношение к своим клиентам и партнерам. Желаю вам всегда испытывать удовольствие от качественно сделанной работы и получать от людей искреннюю благодарность за ваш труд. Крепкого здоровья, благополучия вам и вашим семьям!

Глава

Чувашской Республики                                 Олег Николаев