Олег Николаев поздравляет с Днем профсоюзов Чувашской Республики

Профсоюз организацийӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата

профсоюз юхӑмӗн ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

            Профсоюз ӗҫ коллективӗпе ертӳлӗхе ҫыхӑнтарса тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑк пулса тӑрать. Вун-вун ҫул хушши профсоюз организацийӗсен хастарӗсем ӗҫ коллективӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, ӗҫ ҫыннин интересӗсене тивӗҫлипе хӳтӗлеҫҫӗ, социаллӑ гарантисене пӑхӑннине тата вӗсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑраҫҫӗ.

            Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри регион экономикин вӑй-хӑ-ватне ҫирӗплетесси, ӗҫ рынокӗн инфратытӑмне аталантарасси, халӑха ӗҫпе ҫирӗппӗн тивӗҫтерсе тӑрасси шутланать. Экономикӑн чӑн секторӗ валли професси кадрӗсем ха-тӗрлесси, ӗҫ профессийӗсен сумне ӳстересси, ҫамрӑксен хушшинче професси суйласа илме пулӑшакан мероприятисем ирттересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр.

            Сирӗн лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланса хак паракан шухӑш-кӑмӑлӑр тата тытӑмлӑн туса пыракан ӗҫӗр малашне те регионӑн мала иртмелли стратегине тухӑҫлӑн пурнӑҫ-лама тата ентешӗмӗрсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире идейӑсене чунтан парӑннӑшӑн тата мӗнпур ӗҫ ҫыннин прависене пӑхӑ-нассине тивӗҫтерекен пӗрлехи ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                            Олег Николаев

 

Уважаемые сотрудники профсоюзных организаций и ветераны движения!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

            Профессиональный союз представляет собой важнейшее связующее звено между трудовым коллективом и руководством. Многие десятилетия активисты профсоюзных организаций активно участвуют в решении проблем рабочих коллективов, достойно отстаивая интересы человека труда, обеспечения и соблюдения социальных гарантий.

            Одним из приоритетных направлений нашей совместной деятельности является укрепление экономического потенциала региона, развитие инфраструктуры рынка труда, обеспечение стабильной занятости населения. Большое внимание уделяется подготовке профессиональных кадров для реального сектора экономики, популяризации рабочих профессий, проведению среди молодежи мероприятий по профессиональной ориентации.

            Уверен, что ваша взвешенная позиция и системная работа и в дальнейшем будут способствовать реализации региональной стратегии лидерства и повышению качества жизни наших земляков.

Сердечно благодарю вас за преданность идеям и приверженность общему делу обеспечения соблюдения прав всех трудящихся. Желаю здоровья, благополучия, неисчерпаемой энергии и успехов!

 

Глава Чувашской Республики                                                            Олег Николаев